Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сунарта (Кӗмӗл Кӗпер)

Сунара эп тухрӑм. Урхамах ҫунатлӑ.
Ҫил ачи кая юлатъ пиртен.
Ҫеҫенхирӗм аслӑ, пирӗн йӑх хӑватлӑ,
Вӑл хуҫа кунта мӗн ӗмӗртен.
"Кӑвак ҫурт" поэмӑран.


Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхир. Ӑна икӗ пая уйӑрса, авкаланса выртакан ҫӗлен пек ҫап-ҫутӑ юханшыв юхса иртет. Унӑн икӗ ҫыранӗнче те никам пырса ҫӳресе курман сӗм-сӗм вӑрман.
— Ту-тут! Ту-тут! — кӑшкӑртни илтӗнчӗ аякра. Ку вӑл сунарҫӑсен тутучӗ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, сӑртсем хыҫӗнчен пӗр кӗтӳ хир качаки вӗҫтерсе тухрӗ те юханшыв хӗрринчи сӗм вӑрман еннелле ыткӑнчӗ. Вӗсен хыҫӗнче — сунарҫӑсем.
— Улю-лю-лю! — кӑшкӑраҫҫӗ вӗсем, хир качакисене хӑратса. Лешсем вара тата та хытӑрах чупаҫҫӗ. Сӗм вӑрмана кӗрсе хӑйсене йӗрлекенсенчен пытанасшӑн ӗнтӗ вӗсем. Акӑ, сӗм вӑрман куҫ умӗнчех. Уҫӑ ҫеҫенхирте пӗр кӗтӳ пулса чупакан хир качакисем кунта, пӗрерӗн-
пӗрерӗн пытанма лайӑххине пӗлнӗ пекех, тӗрлӗ ҫӗре йывӑҫсем хыҫне кӗрсе кайса ҫухалчӗҫ. Анчах вӗсене хӑвалакансем хӑйсем куҫланӑ хир качакисене куҫран вӗҫертмерӗҫ пулас, учӗсене васката-васката йывӑҫсем хушшинче ҫухалчӗҫ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай — ӑста сунарҫӑ. Вӑл
вӑрӑм ураллӑ хир качакине ҫеҫенхирте чухне ҫитсех-ҫитсех пычӗ. Ҫак сем вӑрман пулман пулсан, ӑна вӑл тепӗр темиҫе чӗрӗмрен персе ӳкеретчех. Анчах ҫак вӑрман кансӗрлерӗ, йывӑҫсем пуррипе ниепле те пеме пултараймарӗ вӑл. Ҫапах та хӑй куҫланӑ хир качакине куҫран вӗҫертмерӗ. Акӑ, акӑ, пеме те юрать. Уххине карӑнтарса ярса, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫӗмренне хир качаки еннелле вӗҫтерсе ячӗ. Куҫ хупса илмелӗх самантра ҫивче ҫӗмрен хир качакине мӑйӗнчен пырса ҫапрӗ. Такам ывтӑнтарса янӑ пек хир качаки ҫӳлелле сикрӗ...
Ҫав вӑхӑтра ухӑпа пенӗ чухне сулахаялла тайӑлнӑ Парӑҫ-Пӑрӑнтай тӳрленсе ӗлкереймерӗ, учӗ сиккипе пынӑ май лаштра юманӑн аялти хулӑм туратне пуҫӗпе ҫапӑнчӗ те мӑкӑлт йӑванса ҫӗре ӳкрӗ...
* * * <<
Сунарҫӑсем хӑйсем куҫланӑ хир качакисене йӗрлесе, сӗм вӑрманӑн тӗрлӗ кӗтессине кайса пӗтрӗҫ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай турат ҫумне ҫапӑнса ҫӗре ӳкнипе, тӑнне ҫухатнине никам та курмарӗ. Сахал выртрӗ-и вӑл, нумай-и, ҫак вырӑна питӗ асӑрханса хӑй ҫине сӑхман тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмлӑ калпак лартса янӑ вӑрӑм сухаллӑ ҫын тухрӗ. Чи малтан вӑл лаштра юман ҫумӗнче вӑрӑм курӑк ҫинче кавлесе тӑракан ута асӑрхарӗ. Йӗри-тавралла пӑхрӗ те ҫӗрте выртакан ҫынна курса, ун патне чупса пычӗ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай! — палласа илчӗ вӑл тӑнсӑр выртакан ҫынна. Хайхискере ҫӗклесе илчӗ те питне хӑй енне ҫавӑрса куҫӗнчен пӑхрӗ. — Турӑҫӑм, сывах иккен-ха!.. Епле-ха вара, мӑнтарӑн, хӑйне хӑй упрайман, — калаҫрӗ те калаҫрӗ ҫакскер. Унтан хӑйне хӑй лӑплантарчӗ. — Юрӗ, юрӗ, темех мар. Часах ура ҫине тӑрать вӑл акӑ...
Сухаллӑ ҫын хӑй мӑйӗнчен ҫакса янӑ темле хутаҫа аллине илчӗ. Унтан ушкӑн-ушкӑн туса ҫыхнӑ икӗ тӗрлӗ курӑка кӑларчӗ те вӗсене тӑнсӑр выртакан ҫын сӑмси патне тытрӗ.
— Элтепер тата патша эсӗ!.. Элтепер тата патша пулатӑн! — пӑшӑлтатса каларӗ ҫак ҫын. — Парӑҫ-Пӑрӑнтай — элтепер тата патша!.. Ылттӑнпик мар, пирӗн, пӑлхарсен, элтепер тата патша эсӗ пулатӑн!..
Калаҫнӑ май ҫак ҫын тӑнсӑр выртаканскерӗн сӑмси тӗлӗнчен хӑй курӑкӗсемпе темиҫе хутчен сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ.
— Халӗ ӗнтӗ эсӗ тӑна кӗретӗн, — пӑшӑлтатса калаҫрӗ ҫак ҫын. — Анчах халлӗхе мана курни кирлӗ мар. Чи кирли — эсӗ элтепер тата патша пулмалла иккенне аса илсе юлни!..
Тӑнсӑр выртакан ҫынна курӑксем чӑнласах та сип кӳчӗҫ пулмалла. Вӑл йӑшӑлтатса илчӗ те питӗ йывӑррӑн куҫне уҫма тытӑнчӗ. Ҫакна асӑрхаса, сухаллӑ ҫын кутӑн чакрӗ, вара ӳкнӗ курӑкӗсене те илмерӗ, лаштра юман хыҫне пытанчӗ те нимӗн сасӑ тумасӑр вӑрман чӑтлӑхӗнче ҫухалчӗ.>> * * * <<
Парӑҫ-Пӑрӑнтай тӑна кӗчӗ те ахлатса тӑрса ларчӗ.
— Мӗн пулчӗ вара мана? — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл йывӑррӑн, пуҫӗ ыратнипе аптраса. Хайхискер йӗри-тавралла пӑхса илчӗ те мӗн пулнине аса иле пуҫларӗ. — Вӑрман —0 вӑрманах ҫав, — мӑкӑртатрӗ кӑмӑлсӑррӑн. — Вӑрман вӑл асӑрхануллӑ пулнине юратать.
Хайхискер йӑраланса ури ҫине тӑчӗ.
— Ара, ҫак юман турачӗ ҫине ҫапӑнтӑм пулать-и? — тӗлӗнчӗ. — Тӑхта-ха, тӑхта! — аса илме тытӑнчӗ малалла мӗн пулнине. — Тӗлӗкре пулчӗ-и вара вӑл?.. Кам мана "элтепер тата патша пулатӑн" тесе пӑшӑлтатса каларӗ-ха? — Вӑл хӑй мӗн илтнине пӗтӗмпех аса илме тӑрӑшре: — "Элтепер тата патша эсӗ!.. Элтепер тата патша пулатӑн!.. Каҫи-Пӑрӑнтай — элтепер тата патша!.. Ылттӑнпик мар, пирӗн, пӑлхарсен, элтеперӗ тата патши эсӗ пулатӑн!.."
Аптранӑ енне тин кӑна тӑна кӗнӗ ҫак ҫын пуҫне енчен-енне сулласа илчӗ. Тупата туршӑн, туйӑнчӗ кӑна-и вара вӑл?.. Тен, ку ӑна хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшӗ пуррипе ҫеҫ туйӑнчӗ пулӗ...
Ҫапла шухӑшласа, Парӑҫ-Пӑрӑнтай, чӗвик шӑхӑрса, утне чӗнчӗ. Маттур ут, хӑйне чӗнессе кӗтнӗ ҫеҫ тейӗн, васкаса тенӗ пек хуҫи патне чупса пычӗ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай чӗлпӗрне тытрӗ те йӑраланса йӗнерӗ ҫине утланса ларма тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтра хайхискер хӑй выртнӑ тӗлте икӗ тӗрлӗ типӗтнӗ курӑк ҫыххи асӑрхарӗ. Вӗсене иккӗшне те шурӑ кантрапа ҫыхнӑ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай курӑк ҫыххисене илчӗ те йӗри-тавралла ҫавӑркаласа пӑхма тытӑнчӗ. Ара, ку типӗтнӗ курӑксене тӳрех палласа илме пулать. Пӗри, вӑрӑм туналли, элкей. Ку курӑк тӑн ҫухатнӑ ҫынна пулӑшать, вӑй кӗртет. Тепри, кӑвак чечекли, тиншек. Ку вара чӗрене ӗҫлесе кайма пулӑшать.
— Кунта такам пулнах! — пӑшӑлтатса калаҫрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Мана вӑл Лештӗнчене каясран ҫӑлнӑ. Анчах мӗншӗн кайран пӑрахса кайнӑ-ха?..
Ҫак тӗлӗнтермӗш ҫынна курас тенӗн, Парӑҫ-Пӑрӑнтай йӗри-тавралла тинкерсе пӑхрӗ.
— Пулнӑ, пулнӑ кунта такам! — калаҫрӗ валу лапчӑннӑ курӑксене асӑрхаса. — Акӑ, ҫак вырӑнта тӑнӑ. Ман ҫумрах. Кайран курӑкӗсене пӑрахса хӑварнӑ та юман хыҫне кайнӑ... Мӗншӗн пӑрахса кайнӑ-ха вӑл ҫапла?.. Тӑхта-ха, тӑхта, ҫавӑ каламарӗ пуль те ман элтепер тата патша пуласси ҫинчен. "Элтепер тата патша эсӗ!.. Элтепер тата патша пулатӑн!.. Парӑҫ-Пӑрӑнтай — элтепер тата патша... Ылттӑнпик мар, пирӗн, пӑлхарсен, элтеперӗ тата патши эсӗ пулатӑн!.."
Парӑҫ-Пӑрӑнтай аптранӑ енне тепӗр хут пуҫне енчен-енне сулкаласа илчӗ.
— Темӗскер асамлӑх мар-ши кунта? — каллех мӑкартатса илчӗ вӑл. — Е кам та пулсан мана Ылттӑнпик патшапа ятарласа хирӗҫтересшӗн-ши?
Ҫав ҫынна курас тенӗн вӑл йӗри-тавралла пӑхса илче те вара текех кунта тӑрас мар терӗ, учӗ ҫине самаях ҫивчӗн сиксе утланчӗ те вӑрман хӗрринелле васкарӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-07 16:27:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3938 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем